Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫ вырӑнӗсем

Политика

Чӑваш Республикин прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулмашкӑн Михаил Шпакова ҫирӗплетнӗ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ.

Михаил Шпаков – Ростов облаҫӗнчен, вӑл Вешенская станцӑра 1980 ҫулта ҫуралнӑ, Питерти ШӖМ университетне пӗтернӗ. Прокуратура органӗсенче вӑл 2008 ҫултанпа ӗҫлет.

Михаи Шпаков юлашки икӗ ҫулта Ленинград облаҫӗнчи Тихвин хула прокурорӗнче ӗҫленӗ. Сӑмах май, унччен ЧР прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Илья Жилин пулнӑ. Вӑл пӗлтӗр кӗркунне тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

 

Республикӑра

Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Тӗплӗ юсав фончӗн» директорне Светлана Барановӑна хушупа ӗҫрен кӑларнӑ.

56 ҫулти Светлана Баранова ку должноҫре 2022 ҫулхи кӑрлачранпа ӗҫленӗ. Кунта киличчен вӑл ҫакнашкал тытӑмрах Севастопольте вӑй хунӑ, анчах ертӳҫӗсен асӑрхаттарӑвӗсем хыҫҫӑн ӑна ӗҫрен кӑларнӑ.

Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Тӗплӗ юсав фондӗнче» ухтарусем пулнӑ. Пӳлӗмсенче документсене тӗрӗсленӗ. Светлана Барановӑна ун чухне допроса та илсе ҫитернӗ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян ЧР промышленноҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумне Александр Голубева ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑл ку вырӑнта 4 уйӑх ӗҫленӗ.

Александр – 35 ҫулта. Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче вӑл кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 2021-2022 ҫулсенче «Чӑвашгаза» ертсе пынӑ. Хӑй вӑл Казахстанра ҫуралнӑ, Омск облаҫӗнче ӗҫленӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть министр пулнӑ Борис Марковцев ӗҫрен кайнӑ, халӗ министерствӑра Дмитрий Гринев ертӳҫӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР промышленноҫ министрӗ Борис Марковцев ӗҫрен кайнӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче отпуска кайнӑ. Ӗнер вара ӗҫе тухсан хӑйӗн ирӗкӗпе каймашкӑн заявлени ҫырнӑ.

Ырантан министр тивӗҫӗсене Дмитрий Гринев пурнӑҫлӗ. Вӑл - министр ҫумӗ.

Борис Марковцев ЧР Промышленноҫ министерствине пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче килнӗ. Вӑл 1978 ҫулта Владивостокра ҫуралнӑ, 2016-2021 ҫулсенче РФ Промышленноҫ министерствинче ӗҫленӗ.

 

Политика

Наци телерадиокомпанийӗн директорне Алексей Гурьянова ӗҫрен кӑларни пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Ӗнерех, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ тепӗр хушӑва алӑ пуснӑ – Алексей Гурьянов ЧР цифра министрӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. Вӑл массӑллӑ коммуникацисен тата МИХ тытӑмӗнче патшалӑх политикишӗн яваплӑ пулӗ. Халӗ ЧР цифра министрӗн Михаил Степановӑн икӗ ҫум: Екатерина Грабко тата Алексей Гурьянов.

Аса илтерер: унччен Алина Федорова министр ҫумӗ пулнӑ. Вӑл унта 4 уйӑх ӗҫленӗ.

 

Политика

Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамбльне директор кирлӗ. Кун пирки республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ.

Пуҫлӑх пуканне йышӑнас кӑмӑллӑ ҫыннӑн аслӑ пӗлӳллӗ

(экономика, юридици, культура тата ӳнер, педагогика, техника) пулмалла, ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ.

Документсене паянтан, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен, пуҫласа ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

 

Политика

Паянтан Алексей Гурьянов Наци телерадиокомпанийӗн директорӗ мар. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Алексей Гурьянов ку должноҫре 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен 7 ҫул вӑл Шупашкар хула администрацийӗн ҫыхӑну тата информаципе аналитика ӗҫӗн пайӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн ашшӗ Юрий Гурьянов – ЮТВ телеканал директорӗ.

«Чеб.ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, 35 ҫулти Алексей Гурьянов ҫывӑх вӑхӑтра ЧР цифра министрӗн ҫумӗ пулма пултарать.

 

Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ.

Республикӑн экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумне Надежда Столяровӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн пек йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп директорне Александр Иванова ӗҫрен кӑларнӑ. Тӗрӗсрех каласан, унӑн ӗҫ килӗшӗвне тӑсман. Хальлӗхе директор тивӗҫӗсене Владимир Скворцов пурнӑҫлать.

66 ҫулти Александр Степнович тӗрлӗ ҫулта информаци политикин министрӗ, вӗренӳ министрӗ пулнӑ. 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнченпе вӑл Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗ пулнӑ.

«На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке издательствин тӗп директорӗн пуканне 67 ҫулти Петр Краснов йышӑнма пултарать. Нумаях пулмасть ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсене институчӗн директорӗнчен кӑларнӑ – унӑн ӗҫ килӗшӗвне тӑсман.

 

Республикӑра

Иртнӗ эрнере ЧР Вӗренӳ институчӗн ректорне Юрий Исаева ӗҫрен кӑларни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл унта 6 ҫул вӑй хунӑ.

Халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче Юрий Николаевич ректор пек тӑрать. Влаҫ органӗсен порталӗнче вара хальлӗхе кун пирки документсем ҫук.

Палӑртмалла: Юрий Исаев Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ. Унччен вӑл, 2010-2016 ҫулсенче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ. 2016-2018 ҫулсенче вӗренӳ министрӗ пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, ... 138
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть